birmaga.ru
добавить свой файл

1
«Буратино + Мальвина» конкурс.

Сценăна илемлĕ шарсемпе хитрелетнĕ. «Какое небо голубое» юрă çемипе сцена çине Базилио кушак аçипе Алиса тилĕ тухаççĕ, кĕвĕпе ташлаççĕ. Кĕвĕ чарăнать.

Б: Алиса, тусăм, ăçта лекрĕмĕр эпир. Пăх-ха, мĕн чухлĕ халăх пуçтараннă паян.

А: Эх, Базилио, нимĕн те пĕлместĕн эсĕ, ара, паян уяв-çке.

Б: Мĕнле уяв тата? Çĕнĕ çул уявĕ мар пулĕ те?

А: Эх, эсĕ, тăмсай. Ăçтан Çĕнĕ çул уявĕ пултăр халĕ!

Б: Апла пулсан, хĕрарăмсен уявĕ!

А: Каллех пĕлеймерĕн. Паян пирĕн пата пĕтĕм тĕнчери Буратиносемпе Мальвинăсем килеççĕ, конкурсра ăмăртаççĕ.

Б: Чăнах та-и? Эпĕ чутах пĕлмесĕрех юлаттăмччĕ. Ак, темĕскер шавлани илтĕнет. Çавсем килеççĕ пуль. Айккинерех пăрăнар-ха.
Сцена çине капăр тумланнă Буратиносемпе Мальвинăсем чупса тухаççĕ. «Буратино» çемĕпе ташă ташлаççĕ. Унтан каялла кĕрсе каяçç
А:Ай мĕнле чиперккесем! Халех пĕр кашăк шывпа çăтса ямаллискерсем.

Б: Алиса,эсĕ темĕскер ан калаç-ха. Тĕплĕнрех паллашар-ха вĕсемпе.
Сцена çине 1-мĕш номерлĕ Буратинопа Мальвина тухаççĕ, пĕр-пĕринпе паллаштараççĕ.
1 М: Пирĕн класра Денис пур, пит хăюллă та маттур

Хушамачĕ унăн Раськин, юратать вăл апельсин

Вĕренет вăл халь шкулта, манпа 4-мĕш класра

Вĕренет вăл тăрăшса, пĕтĕм вăй-халне хурса.

Пулăшать вăл ашшĕне, килти ĕçсене тума

Лайăх паллăсем илсе, савăнтарать амăшне

Юратать вăл выляма, шашкăлла та шахматла.

Уркенмест вăл ĕçлеме, пулăшать ваттисене.

Çакăн пек вăл ман юлташ, пит маттур та пит йăваш.
1 Б: Пирĕн класра ултă хĕр, улттăшĕ те пит маттур.

Пуринчен те маттурри Юмановсен Кристини

Вĕренет вăл тăрашса, пĕтем вăй-халне пухса.

«4», «5» - сем илсе, савăнтарать амăшне

Тутлă çиме юратать, канихвет те шăкалат

Пуринчен те ытларах, вафлине вăл кăмăллать.

Шкултан вĕренсе тухсан, кондитера каяп тет.

Тутлă тортсем пĕçерсе, мана хăна тăвап тет.

1-мĕш номерлĕ Буратинопа Мальвина кайса тăраççĕ, сцена çине 2-мĕш мăшăр тухать. Вĕсем такмак юрлаççĕ.


  1. Эпир Настьăпа Рома, тухрăмăр ак халь кунта.

Юрлама, чупма, кулма, юлташсемпе ăмăртма

  1. Аннене те хуман эп, аттене те хуман эп

Радиопа калаçакан артистсене хунă эп.

  1. Пурăнатпăр пĕр касра, вĕренетпĕр пĕр класра

Шкула çÿреп хаваспа, пĕлÿ пухма юлташпа

  1. Аннене эп юратап, ăна ялан пулăшап.

Урай шăлма, тасатма, тирĕк-чашăксем çума.

  1. Эсир жюри членĕсем пире лайăх хак парăр

Мала тухсан, лайăх пулсан хăна тăвăпăр сире. Вот.

Сцена çине 3-мĕш мăшăр тухать.
3 М: Анне мана чĕппĕм тет, атте ашкăнчăк эс тет.

Асаннеçĕм ĕнчĕ тет, аппа хура курак тет

Шăллăм витлет: «Упăте», инке путенеçĕм тет.

Кÿршĕри Терен тете тылла пуçри тăрна тет

Эп тăратăп аптраса: кам-ши эпĕ чăнласа?
3 Б: Хам калам-ха эп сана, манăн тусăм Эльвира

Хамăр класри хĕрсенчен, эс чăнах чи лайăххи.
3 М: Сергей эс те пит маттур, тем тума та ăсу пур

Треньел ялĕнче пурнан, пурне та савăнтаран.

Çак конкурса хутшăнса, питĕ пысăк ĕç тăван.
Сцена çине 4-мĕш мăшăр тухать.
4 М: Патăръел районĕнче, Тĕреньелĕн ялĕнче

Çамрăксен урамĕче кирпĕчрен пĕр çурт ларать.

Çав çуртра вара куллен туслă çемье пурăнать.

Çакă çемьере вара кĕçĕн ывăл та ÿсет.

Кирилл 3-мĕш класра, вĕренет ăслă пулма

Амăшпеле ашшĕне пулăшать вăл ĕçлеме.

Кирилпала Ирина пурăнаççĕ пĕр ялта

Вĕренеççĕ пĕр класра, «4», «5»-пе кăна.
4 Б: Акă пирĕн пĕчĕк хĕр, вăл пулас çук ял кулли:

Алли-ури ĕçлевлĕ, пĕвĕ-сийĕ илемлĕ.

Сăмахлани виçевлĕ çамрăк чĕри хĕвеллĕ

Акă пирĕн пĕчĕк хĕр пуринчен те илемли, пуринчен те сăпайли,пуринчен те хисепли.

Пирĕн хĕр пек илемли, пирĕн хĕр пек сăпайли

Пур пулсассăн тĕнчере, пĕлтерсемĕрччĕ пире.
Базилио: Ну, мĕнле, Алиса, килĕшрĕç-и сана Буратиносемпе Мальвинăсем. Чăнах та маттур вĕт. Ну, пултараççĕ! Ну, пултараççĕ!

Алиса: Ытла мухтаса ан пĕтер-ха Базилио. Тен, вĕсем çиелтен пăхма çеç илемлĕ? Ăсĕсене тĕрĕслесе пăхар-ха вĕсенне.

Б: Тĕрĕслес, тĕрĕслес. Акă эпир хамăрпа пĕрле вăрмантан асамлă чечек илсе килтĕмĕр. Унăн кашни чечек çулçи çинче 2-шер ыйту. Сирĕн кашни мăшăрăн пĕрер çулçă илмелле те ыйтăвĕсем çине хуравламалла.
1-мĕш çулçă: 1) Буратинăна ылтăн уçăна кам парать? 2) «Ылтăн уçă е Буратино мыскарисем» кĕнекене кам çырнă?

2-мĕш çулçă: 1) Буратино мĕнле майпа пуканесен театрне лекет? 2) Алисăпа Базилио Буратинăна улталаса мĕнле тĕнчене илсе каяççĕ?

3-мĕш çулçă: 1) Буратинăн мĕн чухлĕ укçа пулнă? 2) Мальвинăн йытă-тусĕ.

4-мĕш çулçă: 1) Карабас-Барабасăн вăйĕ ăçтан тухнă? 2) Кăвак çÿçлĕ хĕр ачана кам юратнă?

Б: Мĕнле, Алиса, килĕшрĕç-и сана пирĕн чиперккесем? Вĕсем хитре çеç мар, ăслă та иккен.

А: Эй, эпĕ хам та вĕсенчен кая мар-ха. Коридорта çеç виçĕ класс пĕтеркеленĕ пулсан та юрлама та, ташлама та пĕлетĕп, 10 таран шутлама пĕлетĕп. Ташлас тесен вара каçсах каятăп. Буратиносемпе Мальвинăсем ташлама пĕлеççĕ-и-ха тата? Тĕрĕслесе пăхас.

Б: Тĕрĕслес тĕк тĕрĕслес.

Вальс кĕвви янăраса каять. Буратиносемпе Мальвинăсем мăшăрăн-мăшăрăн тăрса вальс çеми тăрăх тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ. Пĕри тепринчен илемлĕрех ташлаççĕ. Жюри членĕсем пăхса лараççĕ, хаклаççĕ. Ташласа пĕтернĕ хыççăн ачасем мăшăрăн-мăшăрăн хăйсен вырăнĕсене кайса тăраççĕ. Сцена çине Алисăпа Базилио тухаççĕ.

Б: Ай тĕлĕнтерчĕç. Алиса, эсĕ кун пек нихăçан та ташлаяс çук.

А: Хам та çавăн çинченех шухăшласа тăратăп-ха. Ну, пултараççĕ те маттурскерсем. Чăн-чăн юмах тĕнчи. Кун пек пулсан мухтама юрать.

Çак вăхăтра сцена çинчи çутă сÿнет, хăрушă музыка янăраса каять. Сцена çине Карабас-Барабас тухать, Мальвинăсене вăрласа каять.


К.-Б.: Ну, мĕнле, Мальвинăсемсĕр лайăх-и? Мальвинăсене çăлас, каялла тавăрас тесен Буратинăсене пĕр ĕç хушатăп. Акă мĕнле ĕç. Ак кунта эпĕ хампа пĕрле ухăсем илсе килтĕм. Сирĕн çак ухăсемпе персе шарсене лектермелле. Пурте лектерейсен Мальвинăсене илетĕр, лектереймесен куç курать унта.

Буратинăсем кашнийĕ виçĕ хут персе хăйсен шарне лектерме тăрăшаççĕ. Кам лектерет, хăйĕн Мальвинине илсе пырать.

Алиса: Халĕ Буратинăсемпе Мальвинăсен юлашки ĕç. Вĕсен пĕрер хăйсен пултарулăхне тепĕр хут кăтартмалла. Ку хутĕнче вĕсен е юрласа, е ташласа кăтартаççĕ.

Буратинăсемпе Мальвинăсем мăшăрăн-мăшăрăн тухса хăйсем хатĕрленĕ номере кăтартса параççĕ.

Базилио: Акă ĕнтĕ пирĕн кĕтнĕ самант çывхарса пырать. Эпир часах кашни мăшăр мĕнле чыса тивĕçнине пĕлĕпĕр. Жюри шутланă вăхăтра сире юрă итлеме сĕнетпĕр.

Халĕ жюри сăмах илет: Чи илĕртÿллисем

Чи ăслисем

Чи тавçăруллисем

Буратино + Мальвина.

Жюри членĕсем кашни мăшăра тивĕçлĕ хак параççĕ, хăюсем çакса яраççĕ, парнесем параççĕ. Юлашкинчен пĕчĕк туссене тăванĕсем саламлаççĕ.

Хатерлекенĕсем Кальметова Н.Н., Петрова О.П.